Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Республикинчи Россельхознадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче плана кӗмӗн тӗрӗслевре пулнӑ. Вӗсем ҫитнӗ хуҫалӑхра 630 сысна тытаҫҫӗ. Специалистсем хуҫалӑха Африка чуми пирки асӑрхаттарас тӗллевпе ҫитнӗ. Тӗрӗслевре ветеринари тытӑмӗнче йӗркене пӑснӑ темиҫе тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хуҫалӑхра санитари пропускникӗ пулман. Сыснасем ҫара ҫӗр ҫинче выртса тӑнӑ. Ку вара инфекци чирӗсем ерес хӑрушлӑха пысӑклатать. Фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ дезинфекци ирттермелли плансен списокне те хатӗрлемен. Санитари мероприятийӗсене ирттерни пирки те актсем туман. Ҫитменнине дезинфекци тумалли хатӗрсем сыснасене памалли апатпа юнашар упраннӑ. Ку ҫынсене тата чӗрчунсене уйрӑмах хӑрушӑ чир ертме пултарать. Ҫав йышра — Африка чуми те. Тӗрӗслев хыҫҫӑн хуҫалӑх пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, Ҫӗрпӳ район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Пурте мар-ха. Хӑшӗсем. Сӗт хакне Ял хуҫалӑх министерствинче ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта сӗте ял ҫыннисенчен пухакансене пуҫтарнӑ. Анчах пурте пыман иккен. Халӑхран сӗт пуҫтаракансем йӳнӗ тӳлени пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫма тытӑнчӗҫ. Ку ыйтӑва районсене тухса ҫӳренӗ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӑтӑшах хускатать. Вӑл литрне 13 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянмалла мар тесе те каланӑччӗ. Хальлӗхе сӗт хакӗ — 10 тенкӗрен тытӑнса 13 тенкӗ таран. Сӗт хакӗ чылай чух нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса йӳнелме пуҫлать. Ку вӑхӑтра ӗнесем пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те сӗт паракансем нумайланаҫҫӗ. Халӑхран туянакан тата тирпейлекенсем туянакан хак хушшинче уйрӑмлӑхӗ 4 тенке ҫитет иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара услама литр пуҫне 50–70 пус хӑварсан та ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать. Сӗте халӑхран йӳнӗрехпе пухакансем хӑйсем ытларах услам тӑвасшӑн ҫуннине тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ иккен-ха. Етӗрне районӗнчи «Сареевское» общество ертӳҫи Сергей Сапожников хӑйсен районӗнче сӗт пухакансенчен 6 организаци кӑна официаллӑ ӗҫлет имӗш, тепӗр вуннӑшӗ — официаллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнчи 15 пысӑк ял хуҫалӑх кооперативӗнчен саккӑрӑшӗнче типӗтмелли юсавлӑ комплекссем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн ял хуҫалӑх Куйбышев ячӗллӗ колхоз, «Прогресс» акционерсен обществи, «Туруновский» ял хуҫалӑх кооперативӗ, «Туруновская» агрофирма, «Средняя Волга» (чӑв. Вӑта Атӑл) агрофирма, И.Г. Кадыков ячӗллӗ кооператив, «Юрма» агрохолдинг пуҫтарса илнӗ тырра урӑх хуҫалӑхра типӗтеҫҫӗ. Кун пек, паллах, тӑкакӗ те нумай. Сӑмах май каласан, ӗнерхи кун тӗлне Шупашкар районӗнчи 2637 гектар пухса илнӗ, ку вӑл планпа пӑхнин 89 проценчӗ пулать. Тухӑҫ гектартан 23 центнер тухать. Вырмапа пӗрлех кӗрхисене акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 3455 гектар акма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Ен сӑнав проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑх техникине газпа чуптармалла. Республикӑра топливӑн ҫӗнӗ тӗсӗпе халӑха илсе ҫӳрекен 18 автобус усӑ курать. Вӗсенчен кашни 400 пине яхӑн перекетлеме парать-мӗн. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, метан йӳнӗ кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса та. Ҫапах республикӑри транспортӑн 3 проценчӗ кӑна унпа усӑ курать. Хальлӗхе Чӑваш Енре ҫакнашкал газпа пӗр станци ҫеҫ тивӗҫтерет. Вӑл — Шупашкарта. Тӳре-шара кунашкал станцисене Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Йӗпреҫ районӗнче ӗҫҫи епле пыни пирки «Ҫиҫӗм» информаци хучӗ хыпарлать. Эрнере пӗрре тухаканскере ял тӑрӑхӗсенчи информаци хӑмисем ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. «Хушма информаци материалӗсем пичетлени, юлашки ҫулсенчи ӗҫ опычӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерет», — тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. «Ҫиҫӗм» вырма епле пынипе, кӗрхисене акма хатӗрленнипе паллаштарать-мӗн. Комбайнерсен ӗҫне хӑвӑртлатас тата кӗрхи ҫӗртме сухи сухалакансемпе кӗрхисене акакансене хавхалантарас тесе ял хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫӗпе паллаштаракан цифрӑсене эрнесерен район хаҫатӗнче пичетлеҫҫӗ иккен. Малта пыракан ҫичшер комбайнерпа механизатора кӗркунне хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Утӑн 28-мӗшӗ тӗлне илсен, Чӑваш Енре пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 21,8 пин гектар вырса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак кун тӗлне 30 пин гектар вырма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен. Кӑҫалхине илсен, ку вӑл пӗтӗмӗшле вырма лаптӑкӗн 7,8 проценчӗпе танлашать. Тухӑҫ хальлӗхе пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех курӑнать. 2013 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче гектартан 20,6 центнерпа танлашнӑ пулсан кӑҫал вӑл 19,8 центнер тухать. Хирте хальхи вӑхӑтра 350 комбайн ӗҫлет. Ку вӑл ӗҫлеме пултаракансен ҫурри иккен. Ҫакна ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов паянхи правительство ларӑвӗнче палӑртнӑ. Хальлӗхе хуҫалӑхсен 30 проценчӗ вырмана та тухман иккен. Ӗҫлемелӗх вара пур — кӑҫал тӗш тырӑпа пӑрҫа йышшсием 280 пине яхӑн гектар йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑвашри ҫӗрулми ҫакӑн пысӑкӑш ӳснӗ Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлесси, кӗрхисене акса хӑварасси. Ҫак тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра иртнӗ Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Тӗрлӗ муниципалитетра ӳкерчӗк тӗрлӗрен», — тенӗ Элтепер. Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелекенсем тухӑҫа та лайӑх илнине палӑртнӑ вӑл. Яваплӑх ҫуккисенче тӑкак тӳсеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен республика пуҫлӑхӗ. Сӑмах хуҫалӑх ертӳҫисене кӑна мар, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене те тивнӗ. Вӗсен лару-тӑрӑва туйса тӑрса ӗҫе йӗркелесе пымаллине палӑртнӑ Игнатьев. Ларура ытти ыйтупа пӗрлех лавккасенче вырӑнти апат-ҫимӗҫ сахалтараххи пирки те чарӑнса тӑнӑ. Хамӑр патра авӑртнӑ ҫӑнӑхах, акӑ, халӑх туянасшӑн-мӗн, анчах тепӗр ҫӗрте вӑл ҫук. Улатӑрта ӑна Алтай ҫӑнӑхӗн хутаҫне ярса сутнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ валли тырӑ мӗн чухлӗпе туянмаллине палӑртнӑ. Ҫапла вара хушма хакран илекен налука шутланипе пӗрле пӑхсан, тырӑн пӗр тонни 5,1 пин тенкӗрен пуҫласа 6,8 пине ҫити темелле. Апат-ҫимӗҫлӗх ыраша 5 100 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 3 процент хакланнине пӗлтерет. Тулӑ хакӗ унӑн класӗнчен килет. 4-мӗш класс шутланаканнине 2013 ҫулхинчен 2,4 процент хаклӑрахпа илме йышӑннӑ. Унӑн пӗр тонни 6 450 тенке ларӗ. 3-мӗш класлӑ тулӑн пӗр тоннишӗн Чӑваш Ен республикӑн аграрийӗсене 6 750 тенкӗ (пӗлтӗрхинчен 3 процент хаклӑрах) сӗнет. Сӑмах май пӗлтӗр инфляци 6,45%-па танлашнӑ. Кӑҫалхи инфляци те ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,82% ҫитнӗ. 12 уйӑх хушшинчи виҫе — 7,80%. Ҫапла май тырӑ туянмалли кӑҫалхи хаксем ял хуҫалӑхӗсемшӗн пӗлтӗрхинчен самай пӗчӗк пулнине палӑртма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикари районсенчи ял хуҫалӑхӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уй-хирелле васкаҫҫӗ. Паян ав Элӗк районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑх комбайнсене тапратса тырӑ вырма пуҫланӑ. Кунти «Авангард» тата «Рабия» агрофирма вырмана чи пӗрремӗш тухнӑ. «Рабия» агрофирмӑн 1357 гектар лаптӑк ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Вӗсенчен 500 гектарӗ — кӗрхи культурӑсем. Уй-хирте «Палессе» маркӑллӑ пӗр комбайн тата икӗ «Агрос-530» ӗҫлеҫҫӗ. «Рабия» 1 гектартан 20 центнер тырӑ вырса илет. «Авангардӑн» 678 гектар тырра вырса кӗртмелле. Хирте «Вектор» тата «Дон-1500Б» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Йӗпреҫсем — вырмара Республикӑри районсенчи ял хуҫалӑхӗсем вырмана тухма майӗпен хатӗрленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗ вырмана тухнине пӗлтернӗччӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те комбайнсем уй-хирелле васканӑ. Кунти «Рассвет» АУО вырмана малтан тухнӑ. Тыр-пула Сергей Ананьевич Максимов «Акрос» комбайнпа вырать. Паянхи кун тӗлне 5 гектар ҫинчи кӗрхи тулла вырса кӗртнӗ. 1 гектартан 20 центнер вырса илнӗ. Ку — пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Хуҫалӑхӑн 1299 гектар лаптӑк ҫинчи тыр-пулла вырмалла. Ҫак ӗҫе виҫӗ комбайн пурнӑҫлӗ. Вӗсенчен пӗрине ҫак кунсенче ҫеҫ туяннӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |